Конспект урока на чувашском языке на тему Имя существительное 6 класс

Автор публикации:

Дата публикации:

Краткое описание: ...



Ремизова Елена Петровна

Куславкка районĕнчи Куснарти вăтам шкул (Байгуловская СОШ)

Урок конспекчĕ

Класс: 6

Предмет: чăваш чĕлхи

1.Урок: «Морфологипе орфографи. Япала ячĕсем» пайри 1-мĕш урок

2.Урок теми: Япала ячĕсем çинчен ăнлантарни

3. Урок тĕсĕ: ачасем илнĕ пĕлÿпе тата хăнăхусемпе комплекслă усă

курмалли урок

4. Харкамăн пĕлÿ илмелли результачĕсем:

а) вĕренекен çĕнĕ темăпа кăсăкланса кайни;

ă) япала ячĕ çинчен пуçламăш класра илнĕ пĕлÿпе урокра илнĕ пĕлÿ хушшинчи çыхăнăва палăртни;

б) сывлăха кунсерен упрамаллине ăша хывни.

5. Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли результачĕсем:

а) ача япала ячĕн пĕлтерĕшне ăнланни, чăваш тата вырăс чĕлхинчи япала ячĕсен ыйтăвĕсенчи уйрăмлăха (чăваш чĕлхинче çынсене çеç кам? тесе ыйту лартатпăр, вырăс чĕлхинче вара пĕтĕм чĕрĕ япалана кам? тесе ыйтатпăр) пĕлни;

ă) текстра япала ячĕсене тата унпа çыхăннă сăмахсене курма пултарни;

б) япала ячĕн морфологи тата синтаксис паллисене пĕлме ăнтăлни.

6. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

а) ачасем пĕр-пĕринпе ушкăнра хутшăнса ĕçлени;

ă) юлташа тĕрĕслесе, тÿрлетсе хакласа пыма вĕренни;

б) икĕ чĕлхери информацие танлаштарса илнĕ пĕлĕве пĕтĕмлетме хăнăхни.

7. Мелпе меслетсем: шырав, ансат ыйту – хурав, тĕпчев, хĕвеллĕ кластер, текстпа ĕçлени, учитель сăмахĕ, тулли хурав, ушкăнпа ĕçлени, таблицăсене танлаштарни, тишкерÿ, хăнăхтарусем туни.

8.Пуплеве аталантарас хăнăхусем: суйлавлăн пĕтĕмлетни, шухăша çырса палăртни, пĕрлĕхлĕ ĕçлев (чăваш чĕлхи, чăваш литератури, вырăс чĕлхи)

9. Технологисем: пĕрлĕхлĕ ĕçлев (чăваш чĕлхи, чăваш литератури, вырăс чĕлхи) технологийĕ, проблемăллă диалог технологийĕ, ушкăнлă-командăллă технологи, сывлăх технологийĕ.

10.Чĕлхе теорийĕ: пуплев пайĕ, япала ячĕ, предложени, морфологи паллисем, синтаксис паллисем.

11.Словарь ĕçĕ: тунката кăмпи (уплюнкка) – опенок, çатан – плетень, изгородь, пăлан – олень, кăрăпчак – вальдшнеп, шурăмпуç – заря, рассвет, уçланкă – поляна, айлăм – низина, низменность.

12.Урокра кирлĕ хатĕрĕсем: проектор, компьютер, экран, магнит, вĕренÿ кĕнеки, хăнăхтару пуххи.

13.Курăмлăх хатĕрĕсем: уйрăм слайдсем, стенд.

14.Урок конспекчĕ:

I.Ачасене темăпа кăсăклантарса яни.

1. Учитель сăмахĕ:

Сывлăх сунатăп, ачасем. Пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулса сывлăх сунар-ха. Паян эпир питĕ кăсăк тема вĕренĕпĕр. Çак урокра сирĕн 3-4-мĕш классенче вĕреннине, манăн вара 40 çул каялла вĕреннине аса илмелле пулать. Кунсăр пуçне, вырăс чĕлхипе вĕренни те кирлĕ пулать. Пурте тăрăшса ĕçлеме хатĕр-и? Хатĕр пулсан урока пуçлар.

II. Ачасен пĕлĕвне активизацилесси.

1. Пуç ватмăшпа ĕçлесси.

Пуç ватмăша тултарнă чухне чăваш чĕлхипе тата тăван литературăпа илнĕ пĕлÿ кирлĕ пулать.

4 слайд Аса илетпĕр

Пуç ватмăш ыйтăвĕсем:

1.Алфавитри юлашки сас палли (я)

2. Эйзин поэтăн ячĕ (Петĕр)

3. «Çын тата сцена» сăввăн авторĕ (Айхи)

4. «Сиденье», «седло» сăмахсене чăвашла куçарăр (ларкăч)

5. Авалхи кĕреке юррин пуçламăш сăмахĕ (алран)

6. Чăваш Республикин наципе патшалăх символĕ (ялав)

7. В.Б.Бурнаевскин «Кÿрентерÿпе каçару» калавĕнчи сăнар (Чапаев)

8. «Мечта» сăмаха чăвашла куçарăр (ĕмĕт)








Паян эпир урокра мĕн çинчен калаçатпăр? (Япала ячĕ çинчен)

Тетрадьсене уçса тема çырса хуратпăр. Сирĕн умра пĕлĕве хакламалли таблица выртать. Унта оценкăллă ĕç миçе тумаллине кăтартнă. Эсир хăвăра хăвăр тĕрĕсленĕ хыççăн çав таблицăна тивĕçлĕ паллăсене лартса пыратăр.

Ачасен пĕлĕвне хакламалли таблица




Хушамат, ят

III. Проблемăна ăнланса илни. 6 слайд

1.Проблемаллă ыйту лартасси.

-Ачасем, доска çине пăхăр. Эсир кунта кушака куратăр. Вăл кам? е мĕн? пулать? (Ачасем икĕ тĕрлĕ хуравлаççĕ. Вĕрентекен вĕсене тÿрлетмест, тĕрĕс ыйту лартас тесен таблицăпа ĕçлемеллине систерет.)

Вырăс чĕлхинче

Кто? Что?

Кто?

Что?

мама, папа, кошка, лошадь

Ручка, книга, пенал

2. Таблицăпа ĕçлесси. 7 слайд

Чăваш чĕлхинчи япала ячĕсене вырăс чĕлхинчипе танлаштарăр:

Чăваш чĕлхинче

Кам? Мĕн?

Кам?

Мĕн?

Анне, атте, тухтăр, ача

Кĕнеке, çумăр, лаша, кушак






Пĕтĕмлетÿ:

1) япала ячĕ кам? тата мĕн? ыйтура тăракан пуплев пайĕ;

2) чăваш чĕлхинче кам? ыйтуллă сăмахсем шутне çынна пĕлтерекен япала ячĕсем кăна кĕреççĕ;

3) вырăс чĕлхинче кам? ыйтуллă сăмахсем шутне чĕрĕ чуна пĕлтерекен япала ячĕсем кĕреççĕ.

IV. Тĕпчеве тишкерни. 8 слайд

Халĕ эпир сирĕнпе тĕпчев ирттеретпĕр.

  1. Япала ячĕсем морфологи паллисене аса илесси.

Морфологи паллисене кăтартма çакăн пек предложени илетпĕр:

Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă ĕçĕпе.

Çак предложенири япала ячĕсене çырса илĕр. Вĕсен падежне, хисепне, сăпатне кăтартăр.

Тĕслĕх: Кайăк – я.я., тĕп п., пĕр. хис.; тĕкĕпе – я.я., пĕрлелĕх п., пĕр.хис.3-мĕш с.; этем – я.я., тĕп п., пĕр. хис.; ĕçĕпе – я.я., пĕрлелĕх п., пĕр.хис., 3-мĕш с.

  1. Тĕрев схемипе ĕçлени. 9слайд

Схемăна çапла вуламалла: япала ячĕ кам? мĕн? ыйтусенче тăрать, сăпат, хисеп, падеж тăрăх улшăнать.

3. Япала ячĕсен синтаксис уйрăмлăхĕсене тимлесси. 10 слайд

Çирĕплетмелли предложенисем:

1) Ĕç вăл – пурнăç илемĕ. 2) Тунката кăмпи татма пĕчĕк çатанпа каймаççĕ. 3) Юр çусан кăмпана каймаççĕ.

(Предложенисене ачасем çыраççĕ, тĕп членсемпе кĕçĕн членсене паллă тăваççĕ, унтан пĕтĕмлетеççĕ: синтаксис тĕлĕшĕнчен пăхсан япала ячĕсем предложенире пур член та пулма пултараççĕ: тĕп членсем, кĕçĕн членсем. )

Çак предлженисене сăнасарах пăхăр-ха. Япала яĕсем мĕнле пуплев пайне кĕрекен сăмахсемпе юнашар тăраççĕ. (Вĕренекенсем тупаççĕ).

Пĕтĕмлетÿ: Япала ячĕ тĕрлĕрен пуплев пайне кĕрекен сăмахсене ăнлантарать: 1) тепĕр япала ятне (пурнăç илемĕ); 2) паллă ятне (пĕчĕк çатан); 3) глагола (кăмпана каймаççĕ).

V.Вăйă саманчĕ.

Япала ячĕ çинчен ăнлантарса пĕтерсен кану саманчĕ туса илмелле. Учитель тĕрлĕ япала ячĕ калать. Кам? ыйтури самаха каласан ачасем алă çупаççĕ. Мĕн? ыйтуллисене каласан çупмаççĕ.

Сăмахĕсем: ача, аппа, лаша, тухтăр, кĕнеке, студент, ручка, вĕренекен, пÿлĕм, парта, вĕрентекен, сурăх, чечек, вĕренекен, чÿрече, урай, çын, кĕтес, хут, кăвакал.

VI. Илнĕ пĕлĕве малтанхи хут çирĕплетни.

1.Карточкăпа ĕçлесси.

Пĕтĕм халăх пĕлекен чаплă çынсем килсе курнă Крым çыранĕсене: писательсем, ученăйсем, художниксем. Сывалма, канма килнĕ вĕсем, çав вăхăтрах ĕçе те пăрахман. Толстой «Хаджи Мурат» повеçне Крымра çырнă… Чехов кунта çурт туянсах темиçе çул пурăннă. Горький вун икĕ хутчен те килсе кайнă. Кунтах Пушкин, Мицкевич, Леся Украинка пулса курнă… Çавăн çинчен палăксем, асăну хăмисем, музейсем аса илтереççĕ.

1-мĕш ушкăнĕ кам? ыйтура тăракан япала ячĕсене çырса илет.

2-мĕш ушкăнĕ мĕн? ыйтура тăракан япала ячĕсене çырса илет. Асăрхаттару: сăмахĕсен (япала ячĕсен) формисене улăштармасăр çырса илмелле.

11слайд

Тĕрĕслетпĕр: кам? – халăх, çынсем, писательсем, ученăйсем, художниксем, Толстой, Чехов, Горький, Пушкин, Мицкевич, Леся Украинка;

мĕн? – Крым, çыранĕсене, вăхăтрах, ĕçе, повеçне, çурт, çул, палăксем, асăну хăмисем, музейсем.

2. Кĕнекери хăнăхтарусемпе ĕçлесси:

1) 16-мĕш хăнăхтару. Вулăр, япала ячĕ глагола, япала ятне, паллă ятне ăнлантаракан тĕслĕхсене çырса илĕр

Тĕрĕслетпĕр:

япала ячĕ глагола япала ятне паллă ятне

пăлансем куртăм тунката кăмпи пăланăн куçĕ пысăк

куçа уçсан этем шăрши тути çемсе

çил вĕрсе ячĕ вăрманти ĕçсем таврара шапчĕ

шăршине туйса илчĕç уçланкă хĕрринчи пĕлĕт тасаччĕ

тĕтре тухнăччĕ шыв çийенче

шыв айĕнчи

2) 18-мĕш хăнăхтару. Текста вуласа тухмалла.Япала ячĕсене тупмалла, вĕсен ыйтăвне, падежне каламалла. Хĕвеллĕ кластер тумалла.

12слайд

[pic] уçăлса çÿрени

[pic]


М [pic] [pic] унча кĕни пÿлĕме уçăлтарни

[pic] [pic]

шăла тасатни пит-куçа супăньпе çуни

Пĕтĕмлетÿ: Сывлăхлă пулас тесен уçăлса çÿремелле, пÿлĕме уçăлтармалла, шăла тасатмалла, пит-куçа супăньпе çумалла,мунча кĕмелле, спортпа туслă пулмалла.

VII. Илнĕ пĕлĕве системăна лартни.

  1. - Ачасем, урок пуçламăшĕнче хамăр ума мĕнле тĕллев лартнăччĕ-ха эпир? Ăна пурнăçлама мĕн-мĕн турăмăр? (Вĕренекенсем калаççĕ)

  2. Тĕрлĕ ĕç пурнăçласа мĕн-мĕн пĕлтĕмĕр?

Урокра илнĕ пĕлĕве системăна лартма тултармалли стендпа усă куратăп. Стенд валли кирлĕ ăнлавсене малтанах çырса хатĕрленĕ, шкапра упратăп.

13 слайд

Япала ячĕ

Кам? Мĕн? сăпат, хисеп, тĕп, кĕçĕн

ыйтусенче падеж тăрăх членсем

тăрать улшăнать пулать

VIII. Ачасен ĕçне рефлексилесси. 14 слайд

Эпĕ урокра -активлă ĕçлерĕм

-пассивлă ĕçлерĕм

Хамăн ĕçпе эпĕ -кăмăллă

- кăмăлсăр

Маншăн урок -кĕске пулчĕ

-вăрăм пулчĕ

Маншăн урок - интереслĕ иртрĕ

- интереслĕ иртмерĕ

IX. Киле ĕç пани. 15 слайд

Суйласа:

  1. Манăн кун йĕрки.

  2. 18­-мĕш хăнăхтарура хăш падежри япала ячĕсем тĕл пулмаççĕ, çавсемпе усă курса текста тăсăр.